Ӗнер Канаш районӗнче 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача шыва путса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.
Вӗсем кӑнтӑрла Шӑхасан ялӗнчен инҫех мар юхса выртакан Кӗҫӗн Ҫавала шыва кӗме кайнӑ. Каҫхине хӗрачасен виллисене ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Вӗсен кӗлетки ҫинче криминал йӗрӗ ҫук. Тумтирӗ, харпӑр япалисем тата телефонӗсем ҫыран хӗрринчех пулнӑ.
Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, Кӗҫӗн Ҫавалта, Канаш районӗнче, икӗ мотогонщик пӑр айне анса кайнӑ.
Вӗсен ун чухне тренировка пулнӑ. Пӑр ҫинче кайнӑ чухне пӗрремӗш спортсменӑн мотоциклӗ пӑр айне кайнӑ, хӑй вара ҫиелте юлнӑ. Унтан тепӗр мотоциклист пӑр айне анса кайнӑ. Тепри ӑна пулӑшнӑ.
Пӗрремӗш мотоциклист йӗтес шӑммине хуҫнӑ, иккӗмӗшӗн хулпуҫҫи аманнӑ. Иккӗшӗ те шӑнса кӳтнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан 61 ҫулти арҫын пулла кайнӑ. Анчах вӑл киле таврӑнман, ҫухалнӑ. Тӑванӗсем вӑл ӑҫта иккенне пӗлмен, унран темиҫе кун сас-хура пулман. Кун пирки вӗсем йӗрке хуралӗн оганӗсене пӗлтернӗ.
Шел те, арҫын чӗрӗ мар. ЧР Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын виллине Кӗҫӗн Ҫавалта тупнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби ку пулӑм тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернине хыпарлать. Следовательсен арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатма тивӗ.
Ҫӗрпӳ хули икӗ юханшыв пӗрлешнӗ вырӑнта ларать — кунта Кӗҫӗн Ҫавалпа Мӑн Ҫавал шывӗсем пӗрлешеҫҫӗ. Айлӑмра ларнӑран хулана ҫак юханшывсем ҫур кунӗсенче самай шар кӑтартаҫҫӗ — уйрӑмах, Кӗҫӗн Ҫавал.
Малтанхи ҫулсенче Кӗҫӗн Ҫавал енчен шыв илесрен ҫӗр те хӑпатрӗҫ ӗнтӗ, анчах ҫавах ку ӗҫ хулана ейӳрен туллин хӑтарас ҫукки палӑрчӗ. Пӗлтӗр вара ҫак ыйтӑва тепӗр енчен пӑхма шут тытрӗҫ — юханшыв ҫулне улӑштарасси пирки.
Ӗҫе 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тытӑнчӗҫ, 313 метр сарлакӑш юханшывӑн ҫӗнӗ шыв ҫулне (шыв юхмалли канав сарлакӑшӗ 15 метр пулмалла) «Гидротехника» ТМЯО пурнӑҫлать. Паянхи куна пур ӗҫсен калӑпӑшне 45 процент тунӑ темелле. Вӑл шутра чи йывӑр пая — метр ҫурӑ тарӑнӑш шӑннӑ ҫӗре чавнӑ. Предприяти ӗҫченӗсем ейӳ пуҫланниччен ҫӗр ӗҫӗсене ытларах пайӗпе вӗҫлесшӗн.
.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |